Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Рожанский Ермей Иванович

Рожанский Ермей Иванович — чӑваш сӑмахлӑхне пухма пуҫлакансенчен пӗри. 1741 ҫулта Кӑрмӑшра ҫуралнӑ. 1801 ҫулта вилнӗ.

Чулхулари духовлӑ семинаринче вӗреннӗ.
1765 ҫулта Кӑрмӑшпа Етӗрне уесӗнчи чӑвашсем ыйтнипе ӑна ӳкӗтлевҫӗ (тӗн йӗркисене вӗрентекен) пулма лартаҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче Христос тӗнне сарас енӗпе ӗҫлет, ҫав вахӑтрах халӑх сӑмахлӑхне пухать. 1788 ҫул тӗлне вӑл куҫару шкулне йӗркелет, ҫав ӗҫре ӑна хӑйӗн ывӑлӗ Г. Рожанскипе унӑн юлташӗ И.Русановский семинаристсем пулӑшса пынӑ.
Очерксемпе сӑвӑсем те хайланӑ. «Чӑвашсем», «Урмай ялӗнчи пӑтӑрмах», «Крещӗн чӑвашсен ыйтӑвӗ» очерксем Мускав журналӗнче ҫапӑннӑ.
1784 ҫулта Рожанский Чулхула спископӗ Дамаскин хушнипе вырӑсла-тутарла-чӑвашла-ирҫелле-марилле словарӗн чӑвашла-тутарла пайне редакциленӗ. Словарь умсӑмахне те («Чӑвашсем ҫинчен») вӑлах ҫырнӑ.
Вырӑс саспаллийӗсене усӑ курса чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлесшӗн пулнӑ. Ҫырулӑха вирьял калаҫӑвне тӗпе хурса тунӑ пулнӑ.
1800 ҫулта Питӗрте «Краткий катехизис» ятлӑ пӗрремеш чӑваш кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ. Хусан епархийӗн пуҫлӑхӗ В.Пуцек-Григорович хушнипе Рожанский чӑваш чӗлхин пирвайхи грамматикине — «Сочинения, принадлсжащие к грамматике чувашского языка» — ҫырас ӗҫе активлӑ хутшӑннӑ. Ку пособипе Хусанти тата Чулхулари тӗн семинарийссенче чӑвашла вӗрентес ӗҫре усӑ курнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-08-13 22:27:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10148 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем